Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче тăван хуламăра никĕсленӗренпе 65 çул ҫитрӗ. Çак уява халалласа хамăр шкулти ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр.
Хула историпйĕпе, унăн хисеплĕ çыннисемпе, паллă вырăнсемпе тĕплĕнрех паллашрăмăр. Хулан çуралнӑ кунне халалланӑ декада пирӗн шкулта курав йӗркеленинчен пуҫланчӗ.
Ачасен тӑван хули ҫинчен пӗлӗвне йӗркелес, хӑйсен хулипе мӑнаҫланас туйӑма аталантарас тӗллевпе «Тăван хуламăр, Çĕнĕ Шупашкар» викторина, «Хамăр вăйă» ăс-хакăл ăмăртăвĕ ирттертĕмĕр. Ачасем пурте хастар ӗҫлерĕç, хăйсен пĕлĕвне кăтартма пултарчĕç.
Вӗренекенсен пӗлӳ, ӑс-хакӑл пултарулӑхне вӑйлатас, вӗсене тӗпчев ӗҫне явӑҫтарас тӗллевпе виртуаллӑ экскурси йĕркелерĕмĕр, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем уроксенче Çĕнĕ Шупашкар символӗсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç. Ачасем «Эпĕ тата манăн хула» фотовыставкăна хутшăнчĕç
#клубчувашскогоязыкановочебоксарск
#декадаЧЯНЧК
#9школаНовочебоксарск
____________________________________________
#ШколадляВсехШколадляКаждого

798